Тест по Чувашскому языку 1.Пĕчĕк Санькка, Кĕтерукан ывăл ачи, хăнасене еплерех хавхалантарать?
1. Путек пек сиккелесе кăтартать.
2. Тиха пек кĕсенсе, чупса кăтартать.
3. Йытă пек вĕрсе кăтартать.
2. Саньккана кам такмакласа ташлаттарать?
1. Ашшĕ - Сар Ванюк.
2. Кукашшĕ – Крикка..
3. Микула - Кĕтерук йыснăшĕ
3. Эрех-сăра ĕçнĕ хăнасенче кам хăйĕн лашипе мухтана-мухтана Криккапа çапăçса каять?
1.Шлепке тăхăннă çын.
2. Пустав халатлă çын.
3. Шурă кĕпеллĕ çын.
4.Кĕтерук ашшĕ килĕнче малтанлăха эрех-сăра таврашне ĕçмест.Мĕншĕн?
1. Тăван ялĕнче эрех-сăра сиенĕ çинчен « Эрех – этем тăшманĕ» тесе çырса ÿкерсе хунине ăша хывнă пирки.
2. Хăнасене йĕркеллĕ пăхса тăрас майĕпе.
3. Ашшĕ- амăшĕ умĕнче ÿсĕр курăнас мар тесе.
5. Хăйне хăй ĕçместĕп тесе тăракан Кĕтерука кам сĕмсĕрленсех эрех ĕçтерет?
1. Упăшки-Ванюк.
2. Микулай-йыснăшĕ.
3. Ашшĕ-Крикка.
6.Микулана, эрехпеле çамрăкранах пиçнĕскере, тăрăхласа – шÿтлесе мĕнле чĕнеççĕ?
1. «Эрех патши».
2. « Эрех пички».
3. « Эрех паки».
7. Ашшĕпе амăшĕ Санькка çул хĕрнелле ывтăнса юлнине мĕншĕн сиссе юлайман.
1. Ывăлĕ çуна хĕрринче пĕчченех ларса пынипе.
2. Хăйсем, ÿсĕрскерсем, çывăрса пынипе.
3. Лаши хытă чупнипе.
8. Лаши çул юппинче тункатаран хăранипе 5 çухрăм вырăнне 11 çухрăм тавра кайса çаврăнать. Кĕтерукпа Ванюк Санькка ывăле çуна çинчен ÿксе юлнине хăçан асăрхаççĕ?
1. Çул çинчех.
2. Килне çитсен тин.
3. Шăннипе вăранса кайсан.
9.Ашшĕ Санькка ÿксе юлнă вырăна каялла вĕçтерсе çитнĕ çĕре мĕншĕн ывăлĕ вилсе кайма ĕлкĕрнĕ?
1. Ытла нумай макăрнипе.
2. Шартлама сивĕре шăнса хытнипе
3. Хыçалтан чупса ывăннипе.
10. Санькка вăхăтсăр вилнишăн Кĕтерук амăшĕ кама ÿпкелет?Мĕншĕн?
1. Микула кĕрÿшне. Кĕтерука ĕçтернĕшĕн.
2.Кĕтерука ÿсĕрличчен ĕçнĕшĕн.
3.Хăйне. Çĕр хута Кĕтерукпа упăшкине кăларса янăшан.